Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Тури Шурҫырма

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче пурӑнакан 57-ри арҫын тӗрмерен 2018 ҫулта тухнӑ. Вӑл унта ашшӗне хӗнесе вӗлернӗшӗн ларнӑ.

Арҫын каллех суд сакки ҫине ларӗ. Хальхинче - амӑшне вӗлернӗшӗн.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче вӑл килӗнче 81 ҫулти амӑшне хӗнесе пӗтернӗ. Ватӑ хӗрарӑм тепӗр эрнерен реанимацире вилнӗ.

 

Персона
Валентина Малышеван халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Валентина Малышеван халӑх ушкӑнӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) 70 ҫул тултарнӑ. Ҫавна май Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри вӑтам шкулта информаци сехечӗ ирттернӗ. Кун пирки халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Валентина Малышева пӗлтернӗ.

Вӗренекенсем Николай Петровичӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе паллашнӑ май сӑвӑҫ Чӑваш Енри Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулта ҫуралнине пӗлнӗ. Пулас поэт малтанласа Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ.

Вӑл шкулта та вӗрентнӗ; «Хыпар» хаҫатра, «Капкӑн» журналта ӗҫленӗ. «Николай Ишентей – нумай кӗнеке авторӗ, кӗҫӗннисен юратнӑ юмахҫи те», — каласа кӑтартнӑ Валентина Малышева ачасене поэт ҫинчен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall429717223_111
 

Ял пурнӑҫӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи Тури Шурҫырма ялӗнчи ҫынсем ҫул сарса парасса кӗтмен — хӑйсемех ӗҫе пуҫӑннӑ. Ял пысӑках мар, 1 урам ҫеҫ, унта — 50 ҫурт. 2 ҫул каялла вырӑнти хысна укҫипе 400 метра вӗтӗ чул сарса панӑ. 550 метр валли ҫитмен.

Кӑҫал Владимир Барышев пуҫарӑвӗпе, вӑл ялта пурӑнать, ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Пӗтӗмпе — 160 пин тенкӗ. Унтан вӗсем смета хатӗрленӗ. Вӑл 440 пин тенкӗлӗх пулнӑ. 160 пин тенки халӑхран пухни кайӗ. Ытти — район администрацийӗн укҫи.

Строительсем ӗҫе тӳрех пуҫӑннӑ. Малтан хӑйӑр сарнӑ, унтан щебень тӑкнӑ. 1 уйӑхрах ҫул сарса пӗтернӗ.

Халӑх халӗ кӑмӑллӑ. Ҫӗрпӗве, Шупашкара ним мар тухса ҫӳреме пулать. Васкавлӑ медпулӑшу, пушарнӑйсем те йӗркеллех ҫитме пултарӗҫ. Унччен вӗсене ял пуҫӗнче кӗтсе илнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=13401
 

Чӑваш кӗнеке издательствинче Николай Ишентейӗн ҫӗнӗ кӗнеки пичетрен тухнӑ — «Планетӑпа чӗре».

Ку кӑларӑма чӑваш сӑвӑҫин тӗрлӗ вахӑтра ҫырнӑ сӑввисем кӗнӗ, ҫав шутра «Ҫуралман ача сасси» поэма та пур. Кӗнекен умсӑмахне Георгий Фёдоров профессор ҫырнӑ, унта вӑл сӑвӑҫӑн пултарулӑхне тӗплӗн тишкерсе панӑ. «Планетӑпа чӗре» вӗҫӗнче Николай Ишентейпе иртнӗ калаҫӑва та вырнаҫтарнӑ — вулавҫӑ авторӑн пурнӑҫӗпе те, пултарулӑхӗпе те, йӑпанӑҫӗсемпе те тӗплӗнрех паллашма пултарӗ.

Николай Ишентей (Николай Петрович Петров) Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Тури Шурҫырма ялӗнче 1953 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

1971 ҫулта Красноармейскинчи вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче ӑс пухнӑ. Совет Ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн тӑван ялне таврӑнсассӑн совхозра инженерта, вӑтам сыпӑкри ертӳҫӗре ӗҫленӗ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ